
Паян календарьпе — хӗллен пӗрремӗш кунӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Шупашкар капӑрланма тытӑннӑ ӗнтӗ. Паян Республика тӳремне лартнӑ тӗп чӑрӑш йӑлтӑр-ялтӑр йӑлкӑшма пуҫланӑ.
Малашне кашни кун тавралӑх тӗттӗмленсен чӑрӑш ҫинчи 60 ҫӑлтӑр ҫутатма тытӑнӗ. Вӗсене, тӗрлӗ калӑпӑшлӑскерсене, наци эрешӗ евӗр тунӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян хулари Ҫӗнӗ ҫул капӑрлӑхӗсене вырнаҫтарса пӗтермелле пулнӑ. Республика тӳремӗнчи тӗп чӑрӑш ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен ларӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр чӑрӑша савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫутнӑ. Ун чухне Шупашкар анлӑ сарӑлнӑ «Манекен челлендж» флешмоба хутшӑннӑ. Ун чухне акцие 350 ытла ҫын хутшӑннӑ.

Ачасем Хӗл Мучи пуррине ӗненеҫҫӗ. Унпа калаҫма пулать-и? Паллах! Тӗнче тетелӗнчи пӗр блог йӗркелӳҫисем пӗчӗккисем валли Ҫӗнӗ ҫул парни хатӗрленӗ. Ачасем телефонпа шӑнкӑравласа Хӗл Мучипе калаҫма пултараҫҫӗ.
Блог йӗркелӳҫисем Раҫҫейре пурӑнакансене темиҫе телефон номерӗ сӗннӗ. Вӗсемпе шӑнкӑравласан телефон кӗпҫине Хӗл Мучи тытать, ача унпа калаҫма пултарать. Чӑн-чӑн Хӗл Мучи мар паллах. Ун вырӑнне автоответчик пулӗ, вӑл ачана ыйтусене хуравлама май туса парса пӗчӗк тӑхтавсемпе калаҫӗ.
Пур номерпе те тӳлевсӗрех шӑнкӑравлама пулать. Списокра сирӗн хула ҫук тӑк кирек хӑш номерпе те шӑнкӑравлама май пур. Анчах ун чухне укҫа тӳлеме тивет.
Списокра – 50 ытла хула. Телее, вӗсен йышӗнче Шупашкар пур. Телефон номерӗ: +7(835)223-86-82.

Ҫӗнӗ 2018 ҫула кӗтсе илме Шупашкарта хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп почта умӗнче кашни ҫулах мӗнле те пулин кӳлепе вырнаҫтараҫҫӗ. Кӑҫал унта мӗнле чӗрчун вырӑн тупӗ-ха?
Шупашкар хула администрацийӗ вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: кӑҫал тӗп почта умӗнче «Простоквашино» мультфильмри Шарик пулӗ. Ӑна, ытти ҫулти пек, пӑртан хатӗрлемӗҫ.
Шарик кӳлепине Шупашкар ӑсти Александр Жигарев хатӗрленӗ. Хальлӗхе юр ҫӑвасса кӗтеҫҫӗ. Юр ҫусанах кӳлепе валли «юрлӑ минтер» хатӗрлӗҫ, унтан Шарика вырнаҫтарӗҫ. Хальлӗхе Шарик хула администрацийӗн фойинче тунсӑхласа ларать.

Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумай юлнӑ пек туйӑнать-и? Анчах сиссе те юлаймастӑр – уяв ҫитсе тӑрӗ. Ҫӗнӗ ҫула ӑҫта ирттересси пирки пуҫ вататӑр-и? Tvil.ru сайт вара туристсене уява Шупашкарта ирттерме сӗнет.
Мӗншӗн шӑпах Шупашкарта-ха? Мӗншӗн тесен тӗп хуламӑрта уява ирттерме укҫа нумай кирлӗ мар-мӗн. Tvil.ru сайт Ҫӗнӗ ҫулта йӳнӗ хакпа канма май пур хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ.
Сайт раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен хӑна ҫурчӗсемпе хваттерсене тара илме мӗн хак пулнине шута илнӗ. Шупашкар танлаштарӑмра 6-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑтамран туристсем Шупашкарта пурӑнмалли вырӑна икӗ талӑклӑха тара илеҫҫӗ. Куншӑн вӗсем 1,5 тенкӗрен те сахалрах тӳлеҫҫӗ.
ТОП-10 списока Смоленск, Аслӑ Новгород, Воронеж, Сарӑту, Новосибирск, Ижевск, Белгород, Липецк, Киров хулисем те кӗнӗ.

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Майӗпен хула уява хатӗрленме тытӑнӗ. Тӗп чӑрӑша хӑҫан лартасси те паллӑ.
20 метр ҫӳллӗш чӑрӑша яланхи пекех Республика тӳремне вырнаҫтарӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне лартӗҫ.
Тӗп чӑрӑш 3164 туратран тӑрать. Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, ӑна наци эрешӗсемпе илемлетӗҫ, тӗрлӗ калӑпӑшлӑ, ҫутатакан 60 ҫӑлтӑрпа капӑрлатӗҫ. Ҫӑлтӑрсем кӑнтӑрла та, каҫхине те илӗртӳллӗ курӑнӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсене ятарлӑ ҫутӑ пулӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкар хулине раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ ҫул сӗмӗпе капӑрлатӗҫ.
Аса илтерер: иртнӗ ҫулсенче Шупашкарти тӗп чӑрӑш пирки калаҫу нумай пулнӑччӗ. Чылайӑшне унӑн хакӗ килӗшмен: вӑл 6 миллон ытла тенкӗ тӑрать-ҫке-ха.

Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялӗнче пурӑнакан уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем вырӑнти Культура ҫуртне бойлер-чейник парнеленӗ. Парнене ял ҫыннисем вырӑнти культура ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ ҫулпа ирттернӗ аукцион вӑхӑтӗнче тыттарнӑ.
Аукциона Хӗл Мучи ертсе пынӑ, ӑна Юр Пике пулӑшнӑ. Аукцион лочӗ — тӗлӗнтермӗш япаласем пулнӑ. Теприсем питӗ хаклӑ-чаплӑ япаласемех пулман та, анчах ертсе пыракансем ӑна ырланине-мухтанине кура туяннӑ. Аукционӗ, сӑмах май, япалине кӑтартмасӑр, ӑна хаклани тӑрӑх иртнӗ. Мӗн сутнине тавҫӑракан япалине тӳлевсӗрех тыттарнӑ.
Аукциона пуҫтарӑннӑ ял ҫыннисем вырӑнти Культура ҫуртне бойлер-чейник парнелени Хӗл Мучипе Юр Пикене те тӗлӗнтернӗ. Ара, вӗсен парни мар-ҫке: ял халӑхӗ пухнӑ укҫапа туяннӑскер.

Куславкка хулинчи пилӗк хутлӑ ҫуртра пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫанӑ тавӑрсах ӗҫленӗ. Вӗсем хӑйсем пурӑнакан ҫурт умне юмаха ҫаварнӑ.
Тавралӑха каҫ сӗмӗ ҫапсан Герцен урамӗнчи 10-мӗш ҫурт йӑлтӑртатма тытӑнать. Ҫынсем хӑйсен хваттерне кӑна мар, подъезда кӗмелли алӑк умне те капӑрлатнӑ. Урамра вара Хӗл Мучин кӳлепине вырнаҫтарнӑ. Капӑр чӑрӑшсем, юр кӗлеткесем тавралӑха илем кӳреҫҫӗ. Ҫынсем 2017 ҫул хуҫи пирки те манман – Автан вырнаҫтарнӑ. Стена ҫинче вара – импрвизациленӗ камин.
Ку вырӑнта иртен-ҫӳрен сӑн ӳкерӗнет. Ҫак илеме тӑвакансем тавралӑха хӑтлӑх кӳрес енӗпе иртнӗ республика конкурсне хутшӑннӑ. Унта вӗсем виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, 16 пин тенке тивӗҫнӗ. Шӑпах ҫак укҫапа вӗсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫурта капӑрлатнӑ та.
Ҫуркунне вӗсем ҫурт умне чечексемпе илемлетесшӗн. Ҫынсем 2018 ҫула мӗнле кӗтсе илесси пирки те шухӑшлама тытӑннӑ ӗнтӗ.

Асамлӑ уяв вӑл – Ҫӗнӗ ҫул. Ҫав кун кашни ачах Хӗл Мучирен парне кӗтет. Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн администрацийӗ сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасене парнесемпе савӑнтарнӑ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ледонид Чернов нумай ачаллӑ ҫемьесенчи шӑпӑрлансене парне валеҫнӗ. Вӑл кашнине палак ҫимӗҫ тыттарнӑ. Ачасем куншӑн питӗ савӑннӑ, ку вӗсен пурнӑҫне юмахри асамлӑха илсе кӗнӗ.
Сӑкӑт ял тӑрӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемье – 34. 22 ҫемьере – 3, 5 ҫемьере – 4, 4 семьере – 5, 3 ҫемьере 6 ача ӳстереҫҫӗ. Пӗтӗмпе асӑннӑ ҫемьесенче 124 шӑпӑрлан шутланать.

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӗрремӗш ҫуралнӑ ачасен ашшӗ-амӑшне саламланӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.
Сехет 12 хут шакканӑ хыҫҫӑн пирвайхи сехетсенче ҫут тӗнчене тӑватӑ ача килнӗ: виҫӗ хӗрача тата пӗр арҫын ача. Икӗ хӗрпӗрчи – ҫемьери пӗрремӗш ачасем.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал чи малтан ҫуралнӑ ачасен ашшӗ-амӑшӗ патне салам телеграмми янӑ, унта вӗсене сывлӑх, телей, ҫемьере килӗшӳ сунса ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ.

Ҫӗнӗ ҫулта Ҫӗрпӳ хули ҫутӑсӑр ларнӑ. Пысӑк вольтлӑ лини ҫинче авари пулнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та пӗлтернӗ.
Телее, ҫӗрпӳсем Ҫӗнӗ ҫула тӗттӗмре кӗтсе илмен. Авари раштавӑн 31-мӗшӗнче 8 сехет те 58 минутра пулнӑ. 11 трансформатор подстанцийӗ пысӑк вольтлӑ линирен электричество илеймен. 13 сехетре электричествӑна йӗркене кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлне Хӗвелтухӑҫ урамӗнче ҫеҫ 14 ҫурт ҫутӑсӑр ларнӑ.
Кун пирки Элтепере пӗлтерсен ЖКХ тата строительство министрӗн ҫумӗ Максим Иванов Ҫӗрпӗве тухса кайнӑ. Вӑл унта ӗҫ мӗнлерех пынине тӗрӗслесе тӑнӑ.
